Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ.
Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ шкулсем хута яма палӑртнӑ. Тӳре-шара хӑш тӑрӑхра шкул тӑвас ыйтӑва татса парас тесе ачасем мӗн чухлӗ ҫуралма пултарнине тишкернӗ.
Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума тытӑннӑ. Унта 108 ача валли вырӑн пулӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче шкул ҫумӗнче 120 ача валли пристрой тума палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырӑнлӑ шкул уҫӑлмалла.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1600 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайнӑ, ача пахчи валли пристрой тунӑ.
Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта та ача пахчи пулӗ. Ӑна 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Пушкин урамӗнче Ял хуҫалӑх академийӗн инженери корпусне хирӗҫ тума палӑртнӑ ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Икӗ хутлӑ ҫуртра 12 ушкӑн пулӗ, вӗсенчен 4-шӗ – 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫул тултарнӑ ачасем валли. Кашни ушкӑнра 20 ачаран ытларах пулмӗ.
Хальхи йышши ытти ача пахчи евӗрех, унта та бассейн, апатланмалли блок, медицина блокӗ, буфет, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кружок ирттермешкӗн те пӳлӗмсем уйӑрӗҫ.
Аукционра малтанхи хак – 265,5 миллион тенкӗ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинче тата тепӗр ача пахчи туса лартӗҫ. Юлашки ҫулсенче хула сарӑлса, пысӑклансах пырать. Ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ май ачасен йышӗ те ӳсет. Ҫӗнӗ объект тӑвасси пирки район администрацийӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Ача пахчи Арцыбышев урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пулӗ.
Объектӑн контракт хакӗ 214 миллион тенкӗ. Ача пахчине федераци, республика тата район хыснисен шучӗпе тӑвӗҫ. Учрежденире ясли тата кӗҫӗн ушкӑнсем пӑхса хӑварӗҫ, бассейн, столовӑй, физкультурӑпа акт залӗсем, кӗпе ҫумалли пӳлӗм, психолог, логопед пулмалла.
Ҫӗнӗ ача пахчине 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи Роза Люксембург урамӗнче ача пахчи тума палӑртнӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ.
Ача пахчинче 2 уйӑхри ачасенчен пуҫласа 7 ҫулти шӑпӑрлансем ҫурӗҫ. Вӗсем валли 8 ушкӑн йӗркелӗҫ. Виҫӗ ушкӑн – чи пӗчӗккисем валли, ыттисем 3-7 ҫулсенчи ачасем валли пулӗҫ.
Ача пахчинче апат-ҫимеҫ блокӗ, бассейн, музыка тата вӑй-хал культурин залӗсем, психолог тата логопед пӳлӗмӗсем, компьютер класӗ пулӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ҫурта 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре «Росинка» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 240 ача валли вырӑн хатӗрленӗ.
Палӑртмалла: ку ача пахчи Ҫӗрпӳ хулинче – чи пысӑкки. Унта ачасен 12 ушкӑнӗ пулӗ. Ача пахчинче бассейн, спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пулӑшӑвӗ паракан пӳлӗм, Лего-студи, мультипликаци студийӗ, агролаборатори, столяр мастерскойӗ пур.
Ача пахчине хута яма 217 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тума тытӑннӑ, ҫав ҫулах раштаван 25-мӗшӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах срока каярах та каярах куҫарса пынӑ. Акӑ тинех ача пахчи официаллӑ майпа уҫӑлнӑ.
Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен.
Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ.
Элӗкре ҫӗнӗ ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Ҫавна май район администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ача пахчи парк урамӗнче пулӗ.
Аукционӑн малтанхи хакӗ – 204 миллион тенкӗ те 383,5 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн ача пахчине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Ача пахчи виҫӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех унта бассейн тӑвӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртне республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ.
Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева Шупашкарти 2 ача пахчинче тата 6 шкулта, Канаш, Пӑрачкав, Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Патӑрьелти техникумра чирлекенсем тупӑннине пӗлтернӗ. Красноармейски районенчи Упири психоневрологи уйрӑмӗнче пневмонипе аптракансене 8 ҫын таран шута илнӗ. Вӗсенчен пӗри кӑшӑлвируспа чирлет.
Роспотребнадзор специалисчӗ чирлекенсен йышӗ ӳссе кайнине вӗсене пульницӑна вӑхӑтра ӑсатманнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарти 7-мӗш ача пахчи «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» 2020 ҫулхи конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра ӑмӑртӗ.
Асӑннӑ ача пахчи инклюзив вӗрентӗвне пурнӑҫа кӗртнипе палӑрса тӑрать. Шупашкар хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, вӗрентӳ учрежденийӗн аталанӑвӗ педагогика коллективӗн квалификацийӗпе унӑн професси шайӗнчен нумай килет. Шупашкарти ача сачӗсем ҫӗршыв шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, вӗсенче ҫӗнтерсе федераци укҫи-тенкине тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |